Сӑлтавне ял ҫыннисем ӗҫе тӑвакан организаци явапсӑрлӑхӗнче кураҫҫӗ. Проектпа пӑхса хӑварнӑ хӑш-пӗр ӗҫсене вӑл паян та туса пӗтермен, - теҫҫӗ вӗсем. Ҫав вӑхӑтрах ҫитменлӗхсене пӑхмасӑр вырӑнти пуҫлӑхсем ӗҫе вӑхӑтра тата йӗркеллӗ туса пӗтернӗ тесе документпа ҫирӗплетнӗ. Карай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лилия Алексеева гаранти вӑхӑчӗпе усӑ курса подрядчике йӑнӑшӗсене ҫывӑх вӑхӑтра тӳрлеттерме шантарчӗ.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов