Красноармейски округӗнчи Упи куллен-кун аталанса пырать

Ҫу кунӗпе сывпуллашнӑ май кӗр мӑнтӑрне пухма хатӗрленсе уявра савӑнчӗҫ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи Упи ен халӑхӗ ял кунне паллӑ турӗ. 

Упи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ӗлӗкхи йӑлана манмасӑр нимелле тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме ӑста. Уявсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттересси, тавралӑха хӑтлӑх кӳрес ӗҫсем яланах халӑх пуҫарӑвӗпе пулса пыраҫҫӗ.
Ырӑ улшӑнусенче влаҫпа пӗрлех вырӑнти хастарсен, уйрӑмах пуҫаруллӑ ҫамрӑксен тивӗҫне палӑртмалла. Вӗсенчен пӗри Упи ялӗнчех ҫуралса ӳснӗ Николай Степанов. Хӑйӗн ӗҫӗпе ял-йыша ырӑ тӗслӗх кӑтартать вӑл.
Ҫу кунӗсене ӑсатнӑ чух иртекен йӑлана кӗнӗ ял уявӗнче Упи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем каллех йышпа савӑнчӗҫ. Мухтавлӑ ентешӗсене, паянхи паттӑрсене аса илчӗҫ. Халӑха ҫапла пӗрле пухӑнса туслӑхри вӑйпа хӗпӗртеме май туса пани - уявӑн тӗшши темелле. 
Ял кунне халалланӑ уява каҫ пулсан паллӑ артистсем илемлетрӗҫ. Тӗрлӗ ялтан пухӑннӑ хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Халӑх пурнӑҫӗнче ырӑ ӗҫсемпе палӑракансене вара тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Алексей Енейкин, Артур Галкин