Пӗрремӗш тираж Ҫӗрпу типографийӗнче пин те икҫӗр экземплярпа пичетленсе тухать. Вырӑнти калем ӑстисем ун чухне хуҫалӑхсенче ӗҫ-хӗл вӗренине ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. Пӗрремӗш номерте, тӗслӗхрен, тракенсемпе ҫӗрпӳсем ӑмӑртса ӗҫлени ҫинчен ҫырса кӑтартни пур. Яш-кӗрӗм «Партизан» колхоз ҫумӗнче агрокурссенчен вӗренсе тухни, районта кирпӗч завочӗ уҫӑлни, машинпа трактор станцийӗ ял хуҫалӑх техникипе пуянланни пирки те вуласа пӗлме пулать.
1938-мӗш ҫултан хаҫата тӑван районта пичетлесе кӑларма тытӑннӑ. Унӑн ячӗ те улшӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен вӑл «Коммунизм ҫулӗпе» ятпа тухма пуҫлать.
Нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыв ҫине вӑрӑ-хурахла тапӑнсан та хаҫат редакцийӗ хӑй алӑкӗсене хупман. Калем ӑстисем тата та хастартарах ӗҫлеме тӑрӑшнӑ. Вулакана совет салтакӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа пама васканӑ. Тӑван тӑрӑхран тухнӑ хӳтӗлевҫӗсем пирки нумай статья пичетленӗ. Тыл ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗсем пирки те пӗлтерсех тӑнӑ.
1966-мӗш ҫулта хаҫат ячӗ каллех улшӑнать. Халӗ вӑл «Ял пурнӑҫӗ» ятпа тухма пуҫлать. Ҫак вӑхӑтсенче ҫырма пуҫланӑ корреспондентсем иртнӗ кунсене паян та ырӑпа аса илеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри - Гурий Егорович Дубров. Хӑй вӑхӑтӗнче вырӑнти суту-илӳ тытӑмӗнче тӑрӑшнӑскер вӑл, Красноармейски тӑрӑхӗнчи пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен хаҫатра ҫырса тӑнӑ.
Район хаҫачӗн кун-ҫулӗ ансат пулман. 90-мӗш ҫулсенчи йывӑрлӑхсене ветерансем уйрӑмах манас ҫук. Апла пулин те «Ял пурнӑҫӗ» ялан халӑхпа пулнӑ. Паян редакци пысӑк мар йышпа ӗҫлет пулин те хӑй тивӗҫне туллин пурнӑҫласа пырать. «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат тилхепине 2021-мӗш ҫултан Валентина Багадерова тытса пырать. Штатра халӗ 5 специалист. Икӗ корреспондент, дизайнер тата реклама менеджерӗ. Ирхи планеркӑра хаҫатӑн ҫитес номерне мӗн лартмаллине сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫынсенчен килекен ыйтусене пӑхса тухаҫҫӗ. Ҫыракансен, паллах, ларса тӑма вӑхӑт ҫук. Вӗсем тӑтӑшах ялсене кайса ҫӳреҫҫӗ. Хаҫат вулаканшӑн кӑсӑклӑ пултӑр тесе яланах шыравра.
Хальхи вӑхӑтра хаҫатӑн тиражӗ 1358 экземпляр шутланать. Красноармейски тӑрӑхӗ республикӑра лаптӑкӗпе чи пӗчӗкки пулнӑран, ҫак шут пӗчӗк мар теҫҫӗ, кунта тӑрӑшакансем.
«Ял пурнӑҫӗ» – Красноармейски халӑхӗн юратнӑ хаҫачӗ. Хальхи вӑхӑт ыйтнине кура хыпарсем пичетпе пӗрлех интернет уҫлӑхӗнче тухса пыраҫҫӗ.
Леонид Петров