Космоса парӑнтаракансен садӗнче патшалӑх ялавӗсем ҫӗкленчӗҫ

Ҫак пулӑма халалласа Шупашкар районӗнчи Криккакасси ачисем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле паркра йывӑҫсем лартрӗҫ. 

Космоса парӑнтарнисен садне Чӑваш Енри пахчаҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Юрий Соколов тӑрӑшнипе 3 ҫул каялла уҫнӑ. Пӗрремӗш космонавтсене асӑнса кунта палӑк тата 8 метр ҫӳллӗш стеллӑсем вырнаҫтарнӑ. Хальхинче вара Юрий Соколов Криккакасси ял ачисемпе пӗрле Юрий Гагарин ячӗллӗ Космонавтсене хатӗрлекен центр, Роскосмос тата патшалӑх ялавӗсене ҫӗклерӗ. Пурте вӗсем тӗнче уҫлӑхӗнче пулса курнӑ. 

Алексей Енейкин