Коопераци институтӗнче ҫӑлавҫӑсен вӗренӗвӗ иртрӗ

Коопераци институтне Чрезвычайлӑ лару-тӑру тытӑмӗнче ӗҫлекенсем хупӑрласа илчӗҫ, пӗрин хыҫҫӑн тепри ятарлӑ техника килсе ҫитрӗ. Аслӑ шкулта вӗренӳ иртрӗ. Сценари тӑрӑх унта лифт ҫунма пуҫланӑ.

Ҫын айӑпне пула иккӗмӗш хутра чарӑннӑ лифт кабининче тӑрук пушар тухнӑ. Ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех виҫҫӗмӗш хутри лифт алӑкӗ те ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ пынӑ май пурте аудиторире пулнӑ. Пӗр педагог ҫулӑма курсан тӳрех асӑрхаттару пускӑчӗ патне васкать, унтан телефонпа ҫалавҫӑсене чӗнет. Учрежденире эвакуаци пуҫланать. Ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен 579 ҫын урама тухать. Кӗҫех 30 ҫын ҫуртра юлнине пӗлтерчӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех вӗсене шырама кӗрсе кайрӗҫ. Пулӑшу кӗтекенсене пурне те инкекрен хӑтарчӗҫ. 

 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров