Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта "Сыны Отечества" пӗрлешӳ хастарӗсем хӑнара пулчӗҫ

Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта 500 ытла ача вӗренет. Вӗсенчен 149-ӑшӗ - кадет. 

Ятлӑ-сумлӑ ҫар ҫыннисем ҫамрӑксене ҫӗршыври тата тӗнчери лару-тӑру кӑткӑс пулнине палӑртса паян пирӗн пурин те пӗр ҫыхӑри пек пулмаллине каларӗҫ. Кадетсем вара хӑйсен пултарулӑхне сцена ҫинче кӑтартрӗҫ. Ташлама та, юрлама та ӑста вӗсем. "Сыны Отечества" пӗрлешӳ "Регион историйӗ - Аслӑ Раҫҫей историйӗн пайӗ" ятлӑ проект хатӗрлесе Президент фончӗн тӗллевлӗ пулӑшӑвне тивӗҫнӗ. Ҫавӑнпа та офицерсем шкула чаплӑ парнесемпе ҫитнӗ. Пултарулӑх конкурсӗнче палӑрнӑ ушкӑнсене илемлӗ кутамккасем, кӗнеке, флешка тата ытти усӑллӑ вак-тӗвек парнелерӗҫ. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров