Комсомольскинче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне шкул хута ярас тесе тӑрӑшаҫҫӗ

Паян республикӑра харӑсах темиҫе шкул ҫӗкленет - Ҫӗнӗ Хулара, Улатӑр тӑрӑхӗнчи Чуварлей ялӗнче, Вӑрнарта. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти "Акварель" микрорайонта ӗҫ пуҫланмалла. Черетре - тӗп хулари 14-мӗш микрорайон. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Комсомольскинчи малтанхи вырӑнӗнче тӑвакан 2-мӗш шкулӑн строительство лапамне ҫитсе курчӗ. 

Строительсем ӗҫе 2024-мӗш ҫулти юпа уйӑхӗнче пикеннӗ. Паян мӗн-пур ӗҫӗн 70 ытла процентне вӗҫленӗ. Объектра 86 специалист вӑй хурать, 8 техника ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак шкула тӗпрен юсас вырӑнне ҫӗнӗрен ҫӗклеме йышӑннӑ. 

Подрядчик графикран юлмасӑр ӗҫлет. Ҫак уйӑх вӗҫӗччен ҫурт тӑррине туса пӗтересшӗн, стадиона йӗркене кӗртме пуҫламалла. Шалта та вӑхӑта сая ямасӑр тӑрӑшса вӑй хураҫҫӗ. Стенасене якатса таса ӗҫсем патне куҫса пыраҫҫӗ. Инженери тытӑмне йӗркелеҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗнче пӗтӗмпех туса пӗтересшӗн. Малтанхи 2 хутлӑ шкул вырӑнне 3 хутлӑ капмар ҫурт пулӗ. Шалта та йӑлтах хальхи саманапа килӗшӳллӗ. 2 спортзал, тир, медпункт. Вӗренӳ учрежденийӗ хӑйӗн кадечӗсемпе мӑнаҫлӑ тата паллӑ пулнӑран проектра хореографи залӗ те пӑхса хунӑ. 

640 ача йышӑнма пултаракан шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Республика бюджетӗнчен ӑна тума 1 миллиард та 270 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗренӳ учрежденине ҫӗнӗ оборудованипе те туллин тивӗҫтерӗҫ. 

Алиса Александрова, Денис Афанасьев