Кирек епле инкеке хирӗҫ кӗрешиччен ӑна асӑрхаттарни лайӑхрах

Ҫак тӗллевпех Чӑваш Республикин мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ Патӑрьелте канашлу ирттерчӗ. Унта пушартан сыхланассипе тата терроризмран хӳтӗленессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. 

Мечете ҫӳрекенсемпе имамсем валли Пӗтӗм Раҫҫейри пушар хуралӗн ирӗклӗ пӗрлешӗвӗн ӗҫченӗсем инструктаж ирттерчӗҫ. Ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрпе усӑ курма пӗлни нихӑҫан та ытлашши пулмӗ.

Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн кӑтартӑвӗпе, кӑҫалхи 4 уйӑхра республикӑри 13 муниципалитетра пушарсен шучӗ ӳснӗ. Пурӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 556 ҫулӑмлӑ инкек пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 26-шӗ суранланнӑ. Патӑрьел тӑрӑхне илсен, унта 18 пушар шута илнӗ. Иртнӗ ҫултипе танлаштарсан, 14 процент сахалрах. Ҫакӑнта профилактика ӗҫӗн тӳпи пур. Пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗ те нумай тӑрӑшать. 

Нумаях пулмасть Тюмень, Курган, Свердловск тӑрӑхӗсенче пушарсем алхасрӗҫ. Чӑваш Енри терроризма хирӗҫ кӗрешекен комисси ертӳҫи Евгений Терёшин палӑртнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр инкек ятарласа чӗртсе янинчен та тухма пултарнӑ. Ку вӑл вара терроризм шутланать. Шел пулин те, ун пек хӑрушлӑх республикӑра та пур. Кӑҫал кӑна темиҫе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Унсӑр пуҫне Украинӑри ятарлӑ службӑсем пирӗн ҫамрӑксене преступлени тума хистеме пултараҫҫӗ. Тӗн объекчӗсене терроризмран хӳтӗлес тесен вӗсене малтанах пурне те шута илмелле, паспортсемпе тивӗҫтермелле. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ку тӗлӗшпе ҫителӗксӗр ӗҫленине палӑртрӗҫ канашлура. Ҫавӑн пекех халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсене тимлӗх уйӑрмалла. 

Диана Иванова, Екатерина Храмкина, Игорь Ульянов