Каярах ҫитнӗ пулсан пӑтӑрмах инкекпе вӗҫленме пултарнӑ

Ҫӗнӗ Шупашкарти патрульпе пост службин взвод командирӗ Сергей Ежов ӗҫтешӗпе пӗрле Атӑлта путакан ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. 

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи каҫ Сергей Ежов Атӑлӑн сулахай ҫыранӗпе ҫула тухнӑ, анчах инкек тухасса сиснӗ пекех катерне Ҫӗнӗ Шупашкар причалӗ енне ҫавӑрнӑ. Ҫыранран ҫынсем алӑ сула-сула, пулӑшу ыйтса кӑшкӑрни илтӗннӗ. 

Пулӑ тытас ӗҫ надзорӗн уйрӑмӗнчи ӗҫтешӗпе Максим Атласкинпа пӗрле Сергей Ежов вырӑна кӑштах каярах ҫитнӗ пулсан, пӑтӑрмах инкекпе вӗҫленме пултарнӑ. Ҫыранӗ ку тӗлте чӑнкӑ, тарӑнӑшӗ те пур.

Самар облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ 30 ҫулти арҫын хӑй тӗллӗн ҫӑлӑнайман пулӗччӗ. Курнӑҫланса, тепӗр ҫынпа тавлашса шыва сикнӗ вӑл. Патруль катерӗн штурвалӗ умӗнче хӑйӗн тивӗҫне 7-мӗш ҫул пурнӑҫлакан полици капитанӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ ҫынсене унччен те пӗрре мар пулӑшнӑ. 30 ҫула яхӑн йӗрке хуралӗнче тӑраканскер пӗлтӗр кӑна ҫуллахи вӑхӑтра шывра путакан 2 арҫынна ҫӑлнӑ. 

 

Алиса Александрова, Ольга Павлова