Кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑранпа паян 100 ҫул ҫитрӗ

Пурӗ те 22 ҫул та 7 уйӑх пурӑннӑ реформатор-поэт, драматург, прозаик, патшалӑх ӗҫченӗ Украинӑри Чернигов тӑрӑхӗнчи Старогородка салинче ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ.

Анчах поэтсем вилмеҫҫӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗ те кашни чӑваш асӗнче. Унӑн сӑввисене шкул ачисем пӑхмасӑр калама вӗренеҫҫӗ, пултарулӑхӗпе кун-ҫулне тишкерсе тӗпчев ӗҫӗсем ҫыраҫҫӗ. Чӑваш совет поэзийӗн никӗслевҫин сӑнарӗ нумай художникпа скульптора хавхалантарнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ ҫулсерен сӑвӑҫӑн еткерне упраса тепӗр ӑрӑва парас тесе тимлекенсене ун ячӗллӗ преми парса хавхалантарать, Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ поэт ячӗпе хисепленни те яш-кӗрӗме "хастарлӑ, хыт утӑмлӑ" пулма хистесе тӑрать, тейӗн. Ҫӗнӗ Кун йыхравҫи пирӗн литературӑшӑн пусӑм йӗркине - ударени правилисене - ҫирӗплетсе хӑварни те питӗ пӗлтерӗшлӗ: ҫакӑ чӑваш сӑввине кӗвӗлӗхпе янӑравлӑх кӳрет. Чӑваш пэзине тарӑннӑн тӗпчекен ӑсчахсем Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхне литература тӳпинчи чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. 

Марина Карягина