Кашниех салтаксене пулӑшма пултарать

Республика ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене май ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем маскировка сетки ӑсталаҫҫӗ. Вӑл тӑшман асӑрхасран техникӑна витсе хума е салтаксене хӑйсене пытанма кирлӗ. 

Ятарлӑ станок вырнаҫтарнӑ пӳлӗм кунӗн-ҫӗрӗн уҫӑ тӑрать. Камӑн пушӑ вӑхӑт пур-пурте кунта килсе усӑллӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ют чӗлхе факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗн Елена Краснован тӑванӗ хӑй ирӗкӗпе Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ. - Салтаксене мӗнпе те пулсан пулӑшас килет, - тет вӑл. 

Ольга Владимирова аспирантӑн упӑшки те тулли мар мобилизаципе ҫара кайнӑ. Ҫывӑх ҫыннине тата ытти салтаксене тӗрев кирлине туйса социаллӑ сетьре "Чӑваш наци полкӗ" ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчи ентешсем валли укҫа пухса мӗн кирлине туянаҫҫӗ хастарсем. Салтаксем патне кӗпе ҫумалли пӗчӗк машинсем, тӑхӑнмаллисем, эмелсем, гигиена хатӗрӗсем, машина пайӗсем тата ыттине те ҫитернӗ. Маскировка сетки уйрӑмах кирлӗ. Ӑна икӗ мелпе ӑсталаҫҫӗ, унӑн сарлакӑшӗ те, тӑршшӗ те 3 метр. Пысӑкраххине те ҫыхаҫҫӗ. 

 


Надежда Александрова Виктор Степанов