Кашниех каҫарӑва тивӗҫ

Ҫӗрпӳ хулинчи юсанмалли 7-мӗш учрежденире Георгий Ҫарпуҫӗ ячӗллӗ чиркӳ хута кайнӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ. Ку вӑл Чӑваш Енри тӗрмесенче туса лартнӑ пӗрремӗш кӗлӗ ҫурчӗ.

Ҫак чиркӗве 1999-мӗш ҫулта Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава кӗл туса сӑвапланӑ. Ӑна Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Чурачӑк ялӗнчи Успени Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗн пачӑшки Александр атте пӑхса тӑрать. Кунта саккуна пӑснӑ хӗрарӑмсем кӗлӗ вуласа чун канлӗхӗ тупаҫҫӗ, ҫылӑхне каҫарттараҫҫӗ. Кӗлӗ вуланисӗр пуҫне вӗсем вырсарни шкулне ҫӳреҫҫӗ. Ҫавра ҫула халалласа чиркӳре савӑнӑҫлӑ литурги ирттерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн чиркӳ тавра хӗрессем йӑтса утса тухрӗҫ. Кашниех каҫарӑва тивӗҫ, теҫҫӗ чиркӳ ҫыннисем. 

Надежда Александрова