Кашни ыйтӑва асӑрхаса тӑма шантарчӗҫ

Пӗрисене ялти ача-пӑча валли спорт учрежденийӗ кирлӗ, теприсем пурӑнмалли майсене лайӑхлатасшӑн. Ҫакӑ тата ытти ыйтупа республикӑра пурӑнакансем Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева патне ҫитрӗҫ.

Валерий Петров Кивӗ Вӑрмартан. Нумаях пулмасть вӑл ытти ашшӗ-амӑшӗпе Алла Салаева патне ҫыру ҫырнӑ. Унта ялти шкулти пушӑ пӳлӗмсене юсаса Вӑрмарти ача-пӑча спорт шкулӗн филиалне уҫма ыйтнӑ. Паянхи кун ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме район центрне хӑйсен тӗллӗн автобуспа ҫӳреме тивет е ашшӗ-амӑшӗ вӗсене машинпа леҫет. 

Лаптевсем Муркаш районӗнчи Шупуҫ ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. 2015-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермелли ятарлӑ черете кӗртнӗ. Маргарита Лаптева 18 ҫула ҫитмен 3 ачана пӗччен ӳстерет. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсем 28 ҫурӑ тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ. 

Йышӑнӑва килнисен шутӗнче республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен союзӗн ертӳҫи Александр Самылкин пулчӗ. Вӑл Патшалӑх деятелӗ, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн ертӳҫи пулнӑ Семен Ислюкова халалласа палӑк лартас ыйтупа ӗҫлет халь. Ӑна Шупашкарти Ислюков скверӗнче вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Андрей Шоклев