Кашни чӑвашӑн Иван Яковлев Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр тӑван халӑха панӑ Халала ӑша хывмалла

Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗ Иван Николаев полковник авӑн уйӑхӗнче 77 ҫулне паллӑ тума хатӗрленет. Мускаври ҫар академийӗн профессорӗ, Раҫҫей хӳтӗлев министерствин премийӗн лауреачӗ ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас енӗпе тимлесе ӗҫлет. Чӑваш Енрен тухнӑ сумлӑ ҫар ҫыннисен речӗ ӳссе пынинче унӑн тӳпи те пысӑк.

Патӑрьел каччи, отпускри Даниил Паймуков курсант, Иван Николаевич патне пӗрремӗш хут мар килет: Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн Хисеплӗ ҫынни ҫулласерен ҫуралса ӳснӗ ялӗнче, Куснарпуҫӗнче пурӑнать. Ун тӑван ҫурчӗ музея аса илтерет: кунта курса ҫӳренӗ май, сӑн ӳкерчӗксемпе алӑ пусса парнеленӗ кӗнекесем, асӑнмалӑх панӑ тӗрлӗ япаласемпе наградӑсем кил хуҫи ҫинчен нумай кӑсӑкли каласа параҫҫӗ. "Мана пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче хушаматӑм чылай пулӑшрӗ", - тет Иван Николаев. Вӑл хамӑрӑн мухтавлӑ ентешпе, 3-мӗш космонавтпа чӗрӗк ӗмӗре яхӑн ҫывӑх туслӑ пулнӑ.

Куснарпуҫ ывӑлӗ шкулта "пиллӗксемпе" вӗреннӗ, 4-мӗш класа ҫӳренӗ чухне Борис Изюмскин "Алые погоны" кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн арҫын ачан суворовец пулас килсе кайнӑ, анчах ӑна шӑпи Сӗнтӗрвӑрринчи строительство техникумне илсе ҫитернӗ. Унтан ҫамрӑк Калининградри ҫар инженерийӗн училищинчен сапёр-десантник пулса тухнӑ, академире пӗлӳ илнӗ, докторантура пӗтернӗ. Халӗ Мускавра ҫар академийӗнче вӗрентет, профессор «Раҫҫей аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята та тивӗҫнӗ. 77 ҫула ҫитсе 70 те 7 йывӑрлӑх витӗр ҫирӗпленсе тухнӑ полковник - ҫӗршывӑн тӗп хулинче Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисен "Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем" юлташлӑх ӗҫне йӗркелесе, ертсе пыракансенчен пӗри. Даниил Паймуков аслӑ тусӗпе шкул ачи чухне, офицерсен пӗрлешӗвӗ ҫар ҫыннин профессийӗ ҫинчен каласа пама пырсан паллашнӑ, ӑна кура Мускаври аслӑ ҫар училищине вӗренме кӗнӗ.

"Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем" пӗрлешӳ ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парассине мала хурать, тӑтӑшах Чӑваш Енри шкулсенче тӗлпулусем йӗркелет. Кӑҫал кӑна ҫавӑн пек курнӑҫусем 8 хут ирттернӗ. Сӑмахран, Ҫӗмӗрлере, Вӑрнар тӑрӑхӗнче вӗсем - ялан кӗтнӗ хӑна. Нурӑсри кадет класӗ Иван Николаев ячӗпе хисепленет.

"Ҫар ҫыннин профессийӗ сумлӑ та хисеплӗ", - тет Иван Николаевич. Чи тӑрӑшӳллисем, пӗлӳ енне туртӑнакансем самай пысӑк ӳсӗмсем тума пултараҫҫӗ. "Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем" пӗрлешӳри чӑвашран тухнӑ 500 ытла офицер ҫакна ӗнентерет те.

"Кашни чӑвашӑн Иван Яковлев Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр тӑван халӑха панӑ Халала ӑша хывмалла", - тет Иван Николаевич. Мухтавлӑ педагог пурнӑҫ тӑршшӗпе сӑнаса пӗтӗмлетнӗ пысӑк ӑс унта. 

 

Марина Карягина, Виктор Степанов