Кашни Ҫӗнӗ Ҫул ыррипе лайӑххине ҫеҫ илсе килессе шанать

Республика ҫыннисем Ҫӗнӗ ҫултан мӗн кӗтеҫҫӗ? Ҫывӑх ҫыннисене мӗн сунаҫҫӗ? Ҫак ыйтусене уҫӑмлатас тӗллевпе эпир Шупашкар урамӗсенче ыйтӑм ирттертӗмӗр. 

2024-мӗш ҫулта чи кирли пурин те сывлӑх пултӑр. Сывлӑх пулсан укҫи те, ӗҫӗ те пулать, теҫҫӗ ҫынсем. Ҫавӑн пекех кашниех тӑванӗсене, ачисене, мӑнукӗсене мӗн пур ыррине кӑна сунать. Савӑнӑҫ, укҫи те ҫиттӗр теҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин