Кашни ача мӗн енӗпе те пулсан пултаруллӑ

Ҫав таланта вӑхӑтра асӑрхаса ӑна малалла аталантарма ҫеҫ пӗлмелле. Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртне ҫӳрекенсем те тӗрлӗ енлӗ аталанаҫҫӗ. Вӑл шутра юрлас, ташлас енӗпе сахал мар ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. 

Максим Героев 7-мӗш класра вӗренет. "Туслӑх" хора арҫын ача 2016-мӗш ҫултанпа ҫӳрет. Кунта ӑна амӑшӗ илсе килнӗ. Вӑл ӑна пур енӗпе те пулӑшса, хавхалантарса пыма тӑрӑшать. Унӑн кӗҫӗн йӑмӑкӗ те юрлама ҫӳрет. Ытларах Максим туслӑх, тӑван ҫӗршыв ҫинчен, патриотла юрӑсем юрлама кӑмӑллать. Хор репертуарӗнче чӑвашла хайлавсем те пур. "Туслӑх" хора ҫӳрекен ачасем тӗрлӗ фестивальпе конкурса хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем Хусан, Сочи, Йошкар-Ола, Аслӑ Устюг, Мускав хулисенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Хор кӑҫал "Чӑваш Республикин тӗслӗхлӗ ача-пӑча ушкӑнӗ" ята хӳтӗленӗ. Коллектив халӑхсем хушшинчи опера фестивалӗнчи "Борис Годунов" тата "Пиковая Дама" постановкӑсенче те хутшӑннӑ. Максим малашне те хӑйӗн пурнӑҫне музыкӑпа ҫыхӑнтарасшӑн. 

Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнче ҫавӑн пекех 10 ҫула яхӑн "Катюша" халӑх ташшисен ансамблӗ тухӑҫлӑ ӗҫлет. Ачасене Екатерина Петрова вӗрентет. Ансамбльте 6 ушкӑн, пурӗ 100 ытла ача ҫӳрет. Анастасия Чернышева вара ушкӑнри солистсенчен пӗри. Хӗр ача ансамбльте 6 ҫул, ташӑ ӑсталӑхне вара ача садӗнчен пуҫласа, 10 ҫул ытла туптать. "Ташӑ маншӑн уйрӑм пурнӑҫ", - тет хӗр. Кӑҫал вара хӗр пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ. Ҫакӑ малашне тата тӑрӑшулӑрах пулма хистет, тет. 

Оксана Верликова, Михаил Солин