Кӑшарни тӗлне Чӑваш Енре шыва кӗмелли 200 вак хатӗрлеме палӑртнӑ

Ял-хуласенче халӗ уява пӑтӑрмахсӑр ирттерессине тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 19-мӗшӗ тӗлне пӑрлӑ шывра чӳхенес текенсем валли ятарлӑ вырӑнсем туса хатӗрлеҫҫӗ. Чиркӳсемпе мӑнастирсем, таса ҫӑлкуҫсемпе пӗрлех пӗвесемпе юханшывсенче те купельсем пулаҫҫӗ. Республикӑра 100 ытла тӗлте ваксем касма йышӑннӑ, вӗсене ытти ҫулсенче пулнӑ ҫӗртех йӗркелеҫҫӗ. Унта ҫӑлавҫӑсем, медицина ӗҫченӗсемпе йӗрке хуралҫисем шыва кӗрекенсене пулӑшма хатӗр тӑраҫҫӗ. Шупашкарта яланхи пекех Атӑлта арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнче ваксем хатӗрлеҫҫӗ, унта салтӑнмалли, ӑшӑнмалли май пулать. Ҫӑлавҫӑсем ятарласа тунӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗмеллине асӑрхаттараҫҫӗ.


Ирина Николаева, Екатерина Фомина, Вадим Владимиров