Кану тата пӗлӳ центрӗсем

Канаш районӗнче "Культура" наци проекчӗн регионти программипе 2019-21-мӗш ҫулсенче 3 учреждени хута янӑ тата 2 клуба ҫӗнетнӗ. Кӑҫал ҫулталӑк вӗҫӗнче тата тепӗр культура ҫурчӗ хӑйӗн алӑкне уҫӗ. 

Юмансар ялӗнче ӗҫ вӗрет. Кунта 100 ҫынна йышӑнма пултаракан Культура ҫуртне хӑпартаҫҫӗ. Строительство валли 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен пӗр миллион та 200 пинӗпе сӗтел-пукан, ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсене туянма палӑртаҫҫӗ. Хучел ялӗнчи ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ 2020-мӗш ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл пысӑк, икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Унччен клуб ялти шкулти 20 тӑваткал метр йышӑнакан пӳлӗмре шутланнӑ. Унта халӑхпа уявсем ирттерме нимӗнле май та пулман. Халь капмар культура ҫуртӗнче тӑтӑшах тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Шӑхасанти библиотека та - ял халӑхне илӗртекен вырӑн. Кунта яланах ҫын пур. Ӑна ҫӗнетме "Культура" наци проекчӗпе 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ: ҫурта юсанӑ, кӗнеке фондне пуянлатнӑ, хальхи йышши сӗтел-пуканпа тӗрлӗ хатӗр туяннӑ. Кун хыҫҫӑн вулавӑш "Ҫеҫпӗл" ӑс-хакӑлпа пултарулӑх центрӗ пулса тӑнӑ. 

Алена Артемкина, Екатерина Данилова, Вадим Владимиров