21 пӗр кун пыракан сменӑра ачасем ӳт-пӗве ҫирӗплетме те, тӗрлӗ енпе ӑсталӑха туптама та пултараҫҫӗ. Лагерь программи пилӗк пайран тӑрать.
Сӑмахран, информаци технологийӗсен уйрӑмӗнче ачасем 3"Д" принтерпа ӗҫлеме, компьютер программисем ҫырма хӑнӑхаҫҫӗ. Фиджитал-спорта кӑмӑллакансем вара виртуаллӑ ӑмӑртура тупӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе кӑсӑкланакансем валли те интересли нумай.
"Росинкӑра" пурнӑҫланакан губернатор проекчӗн хӑйӗн уйрӑмлӑхӗ те пур. Кунта инструкторсем канакансене парус спорчӗпе яхтинга хӑнӑхтараҫҫӗ. Ачасем ҫыран хӗрринчен хускалма е пырса чарӑнма, ишев хатӗрне тытса пыма вӗренеҫҫӗ. Ку ӗҫе йӗркелеме республика та пысӑк тӳпе хывнӑ. Кӑҫал кану центрӗ валли икӗ яхта, каяксем тата ытти оборудовани туяннӑ.
Пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатни, паллах, пӗлтерӗшлӗ. Канакансем валли хӑтлӑ майсем туса парасси - тӗп тӗллевсенчен пӗри, палӑртрӗ Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев ачасемпе йӗркеленӗ тӗл пулура. Иртнӗ ҫулсенче лагерьте ГТО тата спорт лаптӑкӗсене юсанӑ, бассейн, вӗрен паркӗ, скалодром хута янӑ. Ку ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра корпуссене те тӗпрен юсама, тепӗр ҫӗнӗ корпуспа столовӑй тума тӗллев лартнӑ. Ҫӗнӗлӗх канакансен йышне ӳстернипе пӗрлех атлетсене тӗрлӗ спорт енӗпе лайӑхрах хатӗрленме пулӑшӗ.
Леонид Петров, Павел Иритков