Каникулта ачасемпе ҫыхӑну татмӗҫ

Изоляци вӑхӑтӗнче шкул ачисен пушӑ вӑхӑт нумайланнине шута илсе Республикӑри ача-пӑча библиотекипе Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ социаллӑ тытӑмсенче ҫынсене пӗр-пӗринпе паллаштаракан тата пӗрлештерекен акцисем йӗркеленӗ.

Ҫуллахи вӑхӑтра ачасемпе ҫыхӑну татас мар теҫҫӗ библотекӑра тӑрӑшакансем. Каникула кам епле ирттернине, хӑшӗн мӗнле пултарулӑх пулнине пӗлес тесе ятарлӑ конкурс пуҫарнӑ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ те виртуаллӑ акци йӗркеленӗ. Унта ватти те, вӗтти те хутшӑнма пултарать. Тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерекен флешмоб "Телейлӗ ачасем - телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ" ятлӑ.

 

Алена Артемкина