Канашри культура ҫуртӗнче "Без срока давности" курав ӗҫлет

Вӑл Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе пурнӑҫа кӗрекен проектӑн пӗр пайӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсене сӑнланӑ.

Иртнисӗр пуласлӑх ҫук, теҫҫӗ. Куҫса ҫӳрекен курава истори чӑнлӑхне сыхласа хӑварас тӗллевпе йӗркеленӗ. Культура керменне округри шкулсенче вӗренекенсемпе педагогсем пухӑнчӗҫ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн экспозици уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑл Ҫӗнтерӳ мӗнле хакпа туптаннине туйса илме май парать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 13 миллион ытла мирлӗ халӑха тӗп тунӑ, 5 миллион ытларахӑшне ирӗксӗрлесе Германие хӑваласа кайнӑ. 

Стендсенче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче оккупациленӗ 23 облаҫ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Архив докуменчӗсемпе сӑн укерчӗкӗсенче - халӑх чӑтса ирттернӗ нуша, нацистсен сӗмсӗрлӗхӗ. Экспозици историнчи чи хӑрушӑ вӑрҫӑн пулӑмӗсене аса илтерет. Унсӑр пуҫне халиччен вӑрттӑнлӑхра тытнӑ кӑсӑклӑ самантсемпе те паллаштарать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин синкерӗ кашни ҫемьене пырса тивнӗ. Канаш тӑрӑхӗнчен фронта 13 пине яхӑн ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен ҫурри киле таврӑнайман. Юлнисем вара тылра ырми-канми тӑрӑшнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне халалласа канашсем чылай патриотла ӗҫ йӗркелеҫҫӗ. 

Куҫса ҫӳрекен курав ытти округпа хулана та ҫитӗ. Канаш тӑрӑхӗ вара 10-мӗш пулчӗ. Экспозиципе пӗтӗмӗшле республикӑри 15 пин ытла ҫын паллашнӑ. Ҫакӑнта Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Леонид Пронинӑн тӳпи пысӑк. Курава йӗркелессине вӑл пур енлӗ пулӑшса пырать. 

Диана Иванова, Виктор Степанов