Канаш тӑрӑхӗнчи Матьшӳ ялӗ йӗркеленнӗренпе 305 ҫул ҫитрӗ

Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхне кӗрекен матьшӳсем ялӑн 305-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗҫ. 

Уявра ялти чи ватӑ ҫынсемпе чылай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене чысларӗҫ. Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалласа лартнӑ палӑк умне чечексем хурса паянхи ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ашшӗ-амӑшне тав турӗҫ. Ялӑн ятлӑ-сумлӑ ывӑл-хӗрне аса илчӗҫ.

Матьшӳ ялӗнче халӗ 139 ҫын пурӑнать. Пӗр ӗмӗр каялла вара налук тӳлекенсем кӑна 800 ытла ҫын пулнӑ. Ачасемпе пӗрле халӑх шучӗ пинрен те иртнӗ. Ялта 8 кооператив ӗҫленӗ. Ҫил арманӗ, ҫӑкӑр завочӗ, ҫӑм таптармалли цех, чӑпта ҫапакансен лаҫҫи тата ытти артель тавраш ӗҫленӗ.

Ял малашлӑхӗ пур-ха. Йӑла-йӗркепе чӗлхе пуласлӑхӗ те хальлӗхе шанчӑклӑ алӑра темелле. Матьшӳ урамӗсенче аслисем ҫеҫ мар, шӑпӑрлансем те тӑван чӗлхепе калаҫни илтӗнет. 

Ял халӑхне Канаш округӗн администрацийӗпе тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ. Вӑл йышра канашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Юрий Тарасов тата Чӑваш наци конгресӗнчи хӗрарӑмсен комитечӗн пайташӗсем пулчӗҫ. 

Матьшӳ историйӗ нихӑҫан та манӑҫа тухмӗ. Кунта ҫуралса ӳснӗ Инесса Алексеева тӑрӑшнипе тин кӑна ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унта ялӑн 200 ытла ҫул каяллахи аваллӑхне уҫӑмлатакан документсемпе паллашма пулать. Кӗнекене ятарласа ял кунӗ тӗлне кӑларнӑ.

Яла тӗрлӗ ӗҫре пулӑшакансемпе культура вучахне сӳнме памасӑр ырми-канми тӑрӑшакансене тав хучӗсемпе чысларӗҫ уявра. Малашне те пысӑк шанӑҫпа тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ӗҫлеме сунчӗҫ.

Артистсем вара пухӑннисене юрра-ташша ярса кӑмӑл туличчен савӑнтарчӗҫ. 

 

Алексей Енейкин