"Кӑнтӑрла иртсен тухатпӑр та 4-5 сехет ӗҫлетпӗр. Ялти клубра 15 ҫын таранах пухӑнать", - теҫҫӗ йӑлмаччасем. Ҫамрӑксем ҫыхаҫҫӗ, аслӑраххисем валли те каскаламалли, хатӗрлемелли ӗҫӗ сахал мар.
Материалпа тивӗҫтерекен тупӑнасса кӗтмен ял халӑхӗ. Хӑйсен укҫи-тенкипе, спонсорсен пулӑшӑвӗпе мӗн кирлине туяннӑ. Кӗҫех таврари ытти ялта хатӗрлесе ҫитернӗ хӳтлӗх каррисемпе пӗрле Йӑлмаччасен ҫыххи-ҫыххи тӗрлӗ калӑпӑшлӑ чаршавӗ те Шупашкарти пункта, унтан хамӑр салтаксем патне ҫитӗ.
Ҫӗнӗ Аччари хастарсем те фронта пулӑшасси - хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Культура ҫуртӗнче ӗҫ кал-кал пырать. Хӑюсене хатӗрлекенсем те, чаршав кӑшкарне татӑксем ҫыхса тултаракансем те вӑр-вар. Кам ирсерен килсе, хӑшӗ ӗҫрен пушансан ырӑ пуҫарӑва хӑй тӳпине хывма васкать. Хатӗр ҫыхӑ ӑшне парнесем хураҫҫӗ. Вӗсене те хӑйсен аллипе тӑваҫҫӗ. Ку вӑл куллен кирлӗ япаласем е часах пӑсӑлман кучченеҫ.
Канаш округӗнчи Ачча территори уйрӑмне 5 ял кӗрет. Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа паянхи кунччен ку таврари ялсенче 175 ытла хӳтлӗх карри ҫыхнӑ.
Аччари культура ҫуртӗнче пухӑнакансем юрла-юрла ӗҫлеҫҫӗ. "Капла кӑмӑл ҫӗкленет, хавхалану туйӑмӗ вӑйланать, тӑрӑшуллӑрах пулас килет", - теҫҫӗ хӗрарӑмсем.
Чи пӗлтерӗшли - ҫывӑх ҫыннисене ятарлӑ ҫар операцине ӑсатманнисем те, шкул ачисем те, ватӑрах ҫынсем те ырӑ ӗҫе хутшӑнас, усӑ кӳрес тесе кулленех ыттисемпе пӗрле хӳтӗлев хатӗрӗ ҫыхма васкани. Ҫакна уйрӑмах салтаксен амӑшӗсем хӗпӗртесе палӑртаҫҫӗ.
Катек клубӗн концерт залӗ те вӑхӑтлӑха ыркӑмӑллӑх пунктне ҫаврӑннӑ. "Ҫӗршывӗпех кар тӑрса хамӑр паттӑрсене пур енлӗн пулӑшнӑ чухне айккинчен сӑнама ниепле те пултараймастпӑр", - теҫҫӗ пуҫаруллӑ ҫынсем. Ял халӑхӗн вӑйӗпе ҫыхнӑ чаршавсен шучӗ паянхи куна 45-е ҫывхарать.
Ачча территори уйрӑмӗнче пӗр вӑй илсе, пурне те хавхалантарса янӑ пуҫару малаллах тӑсӑлӗ.
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова