Канаш районӗнчи Юмансарта ҫулталӑк вӗҫӗнче культура ҫурчӗн алӑкӗ уҫӑлмалла

Ӑна "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Ӗҫсем мӗнле пынине яваплӑ министерствӑра асӑрхасах тӑраҫҫӗ. 

Ҫу уйӑхӗнче кӑна кунта пушӑ вырӑнччӗ: техника тата рабочисем никӗс яма хатӗрленеччӗҫ. Паян вара икӗ хутлӑ ҫурт кӑшкарӗ ӳссе ларнӑ. Строительство валли 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав шутран 19 миллионӗ федараци хыснинчен, ытти — республикӑн. 

Юмансарта унччен культура ҫурчӗ пулнӑ-ха, анчах та юхӑннипе ӑна 20 ҫул каяллах пӑснӑ. Халӑх уявсем ирттерме, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме Карӑклӑ ялне ҫӳренӗ. Ҫӗнӗ клуб хӑпартнипе юмансарсем питӗ савӑннӑ.

Диана Иванова, Виктор Степанов