Ухман ялӗнчен Шупашкара ҫитме пӗр сехет. Ҫулӗ вӑрӑм мар пулин те, ачасенчен ытларахӑшӗ тӗп хулара сайра пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем проекта хапӑл тусах хутшӑннӑ. Пурӗ 17 ача килнӗ. Вӗсем пурте кадет класӗсенче вӗренеҫҫӗ. "Кванториумра" - пӗрремӗш чарӑну шӑпах ҫавӑнта пулчӗ - курмалли питӗ нумай. Кунта тӗрлӗ кружокра 2 пин ытла ача ӑс пухать. Ухмансем микроскоп витӗр кӑсӑкланса сӑнарӗҫ. Кун пек хатӗр хӑйсен шкулӗнче пур пулсан та, ачасем ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Ухмансем ҫак кун Чапаев ячӗллӗ заводӑн музейӗнче те пулса курчӗҫ. Унтан вӗсене вырӑс драма театрӗнче кӗтсе илчӗҫ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров