Канаш районӗнчи сиккассисем ентешӗпе тӗл пулчӗҫ

Филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ Юрий Артемьев профессор тӑван ялӗнче пулчӗ.

Сумлӑ ентешне сиккассисем чи малтан ялти вӑтам шкула йыхравларӗҫ. Пӗлӳ ҫурчӗ тултан та, шалтан та хӑтлӑ та ҫутӑ, кунта хуларилле мӗнпур меллӗх пур - вӗренес килсе тӑмалла. Тарават шкул директорӗ Юрий Михайловича 80 тултарнӑ ятпа саламласа чӑваш йӑмри пек пулма сунчӗ. Шкул ачисен аллинче ӑсчахӑн пӗтӗм кӗнеки пур. Ҫавра ҫулӗ тӗлне Юрий Артемьев ҫӗнӗ кӗнеке ҫырса пӗтернӗ. Унта литература критики, тӗпчев, ачалӑх ҫинчен асилни.

 


 Марина Карягина, Владимир Синдеев