Канаш хулинчи 10-мӗш шкулта «Герой Парттисене» уҫрӗҫ

Вӗсем иккӗшӗ те пӗр шкулта вӗреннӗ. Пӗрлех ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑрла пуҫ хунӑ. Канаш хулинчи 10-мӗш шкулта ятарлӑ ҫар операцийӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ салтаксен ячӗпе асӑну хӑмисем тата «Герой парттисем» уҫрӗҫ.

Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тӑван ҫӗршыва хӑюллӑн хӳтӗлесе ҫапӑҫу хирӗнче ӗмӗрлӗх куҫӗсене хупнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн Владимир Путин президент хушӑвӗпе "Паттӑрлӑхшӑн" ордена тивӗҫ пулнӑ. Вӗсем вӗреннӗ шкул ҫурчӗ ҫинче салтаксен ячӗпе канашсем асӑну хӑмисем уҫрӗҫ.

Ярослав Гавриков аслӑ сержант 1994-мӗш ҫулта Канаш хулинче ҫуралнӑ. 10-мӗш вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ. Яланах спортра хастар пулнӑ, кире пуканӗ йӑтса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Шкул пӗтерсен Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Унтан салтака кайнӑ. Хӗсметре разведчик-снайпер тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Килне кайма вӑхӑчӗ ҫитсен салтак контракт ҫырса ҫарта юлнӑ. Ҫӗршыва хӳтӗлесе разведка ротинчи наводчик-оператор, уйрӑм командирӗ пулнӑ. 2019-20-мӗш ҫулсенче Ярослав Владимирович Сири вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. 2022-мӗшӗнче вара ҫар операцийӗ пуҫлансанах Украина тӑрӑхӗнчи хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Унтах тепӗр уйӑх ытларан унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 

Максим Никитин та Канашри 10-мӗш шкулта вӗреннӗ. Унтан хулари строительство техникумне пӗтерсе халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ. Хыҫҫӑнах Инҫет хӗвел тухӑҫӗнче хӗсметре тӑнӑ. Кайран контрактпа салтакрах юлнӑ, танк командирӗ пулнӑ. 2022-мӗш ҫулта националистсене хирӗҫ пуҫарнӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Анчах та ҫар операцийӗнче вӑл уйӑх та пулайман. Харьков тӑрӑхӗнчи Изюм хули ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫусенче йывӑр аманнӑ. Юн нумай ҫухатнӑран салтака ҫӑлса хӑварайман. Максим Григорьевич 23 ҫулта кӑна пулнӑ. Мӗнле пулсан та, халӑх асӗнче паттӑрсен ячӗсем ӗмӗрех упранӗҫ. Ҫак «Герой Парттисем» хушшинче вара чи пултаруллӑ ачасем вӗренме пуҫлӗҫ. 

Алексей Енейкин, Андрей Скворцов