Социаллӑ центра ҫӳрекен хастарсен ку шухӑш муниципалитетри хӗрарӑмсен канашӗ "77 усӑллӑ курӑк" проекта пуҫарнӑ май ҫуралнӑ.
Пӗтӗм ҫӗршыв ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене пулӑшас тӗллевпе тӑрӑшать. Кунти кӗмӗл волонтерсем те ҫак ӗҫрен юлма пултарайман. Вӗсем ҫуркуннепе ҫулла вӑрманта, уй-хирте ӳсекен тата килте ҫитӗнтерекен тӗрлӗ чей курӑкӗ пуҫтарса типӗтнӗ. Вӑл шутра хӑмла ҫырли, кӗтмелпе хура ҫырла ҫулҫисем, армути, кукшапуҫ, сӗлӗ, мелиссапа пӗтнӗк тата ытти те.
Ҫӗнӗ Тутаркассинчи "Манӑн социаллӑ центра" 30 яхӑн ҫын ҫӳрет. Вӗсем пурте тенӗ пекех ку ӗҫе хутшӑнса, хӑйсен тӳпине хывма тӑрӑшнӑ. Сиплӗ те техӗмлӗ чей курӑкӗсене типтерлӗ пуҫтарса типӗтнӗ, ятарлӑ пӗчӗк михӗсене тултарса упранӑ, халӗ вара хытӑ хут курупкасене тирпейлесе чикеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе хамӑрӑн ырӑлӑхпа лайӑх кӑмӑл-туйӑма хушма тӑрӑшатпӑр, теҫҫӗ. Ку вара салтаксене тата та ытларах пулӑшу кӳрессе шанаҫҫӗ хӗрарӑмсем.
Хамӑр тӑрӑхра ӳснӗ, пуҫтарса типӗтнӗ чей курӑкне ҫитес вӑхӑтрах салтаксем патне ӑсатӗҫ. Кӗмӗл волонтерсем ҫакӑнпа кӑна чарӑнса ларасшӑн мар, вӗсен тӗллевӗсем анлӑ.
Оксана Верликова, Святослав Петров