Ҫумӑр чарӑнмасӑр ҫурӗ пулин те ҫакӑ вӗренекенсен кӑмӑлне пӑсмарӗ. Кадет шкулӗнче пӗлӳ илекен кашни ачашӑн присяга тытасси - чи хумхануллӑ та пӗлтерӗшлӗ самант. Ҫак куна вӗсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Аслисем тата юлташӗсем умӗнче тӑван ҫӗршыва юратма, хисеплеме, хӳтӗлеме, пурнӑҫра яваплӑ пулма сӑмах панӑ хыҫҫӑн ачасем кадет ятне илчӗҫ.
Елена Дмитриева, Андрей Шоклев