Уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен пысӑк, илемлӗ уяв ирттерни те килӗшӳллӗ. Кӑҫал ҫанталӑк хресчен чӑтӑмлӑхне самаях тӗрӗслерӗ. Топливӑпа ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑру, сӗт, тырӑ хакӗсем йӳнелни те савӑнтармарӗ. - Правительство вӑхӑтра тӗрев пани, укҫан пулӑшса тӑни тата сирӗн тӑрӑшулӑхпа ӗҫченлӗх йывӑрлӑхсене парӑнтарма май пачӗ, - терӗ Андрей Макушев министр пухӑннисене уявпа саламланӑ май. Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсене хисеп тума Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ҫитрӗ. - Республика экономикин, ял тӑрӑхӗсен аталанӑвне эсир пысӑк тӳпе хыватӑр, - терӗ вӑл.
Ҫӗр улми тухӑҫлӑхӗ савӑнтарать - гектартан 340 центнер ытла тухнӑ. Иккӗмӗш ҫӑкӑр туса илессипе пирӗн регион Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑнта. Паха вӑрлӑхпа, хальхи йышши технологисемпе ӗҫленин усси пурах.
Ҫу кӑлармалли культурӑсене кӑҫал 51 пин тонна яхӑн пуҫтарса кӗртнӗ. Ку иртнӗ ҫултинчен 13 процент ытларах. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсен ӗҫӗ те ӳсӗмлӗ. Аш-какай, сӗт, ҫӑмарта кӑҫал нихҫанхинчен нумай илесси куҫкӗрет. Ӳсӗм ҫулӗпе утакан хуҫалӑхсем уявра дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Пĕрисен тыр-пул тухӑҫӗ пысӑк, теприсен пахча-ҫимӗҫ, хӑмла ҫитӗнтерессинче кӑтартусем аван. 10 миллиард ытла тенкӗлӗх 86 проект пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ хуҫалӑхсем.
Отрасль ҫитӗнӗвӗсемпе ятарлӑ курав паллаштарать. Вӑл яланхи пекех пуян. Республикӑри фермерсем, тирпейлекен предприятисем хӑйсем кӑларакан юр-вара пахалама сӗнчӗҫ. Чӑваш Енре туса илекен продукци Мускавра иртекен "Ылтӑн кӗркунне" куравра ҫулленех пысӑк хака тивӗҫет. Ял хуҫалӑхӗнчи инноваци технологийӗсене те кӑтартнӑ куравра. Аграри университечӗн проекчӗсем уйрӑмах кӑсӑк. Нумайӑшне ӗҫре усӑ кураҫҫӗ те ӗнтӗ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе уявра тухăçлă ĕçлекен округсене палăртрĕç. Производствăпа экономика кăтартăвĕсем тăрăх хӑйсен ушкӑнӗсенче пӗрремӗш вырӑна Красноармейски, Шупашкар, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсем йышӑнчӗҫ.
Екатерина Фомина, Олег Шашурин, Вадим Владимиров








