Уҫӑ сасӑлав интернетра пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Кашниех хӑйӗн сасне пама пултарать. Ҫакӑн валли раштав уйӑхӗн пӗрремӗшчен
talantrf.ru сайта кӗрсе регистрациленсе Чӑваш Енри "Каҫал" ушкӑншӑн пулнине палӑртмалла. Пӗтӗмпе конкурса Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 1500 ушкӑн хутшӑннӑ, тӳресем вӗсенчен чи пултаруллӑ 30-шне кӑна суйласа илнӗ. Чӑваш купӑсҫисене ҫӗнтерӳ сунатпӑр.
Елена Дмитриева, Екатерина Данилова