Кӑҫал тӗп хулари 116 ҫурт картишне хӑтлӑлатма палӑртнӑ

Ҫакна валли 355 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Юсав ӗҫне, ытти ҫулсемпе танлаштарсан, чылай маларах пикеннӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр вырӑнта палӑртине пурнӑҫа кӗртнӗ те ӗнтӗ. 

Мускав районӗнче вырнаҫнӑ Энтузиастсен урамӗнчи 12-мӗш, 14-мӗш, 16-мӗш, Грасис урамӗнчи 11-мӗш, Ахазов урамӗнчи 7-мӗш тата Константин Иванов урамӗнчи 98-мӗш ҫуртсен картишӗнчи ҫулсемпе тротуарсене юсассине вӗҫленӗ. Строительсен ӗҫӗпе обществӑлла йышӑну комиссийӗ вырӑна тухса паллашрӗ, ку ҫуртсенче пурӑнакансен сӗнӳ-канашне шута илсе ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерме шантарчӗҫ. 

Энтузиастсен урамӗнче пурӑнакансем Грасис обществӑлла чарӑнупа усӑ кураҫҫӗ. Ун патне пыракан ҫул та юхӑннӑ пулнӑ. Ҫынсен ыйтӑвне тӗпе хурса, чарӑну патне пымалли тротуара йӗркене кӗртнӗ. Обществӑлла йышӑну вӑхӑтӗнче нумай хутлӑ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртрӗҫ. Энтузиастсен тата Грасис урамӗнчен ачасем 18-мӗш шкула ҫӳреҫҫӗ. Хула ҫыннисем ҫав лаптӑка хӑтлӑлатма ыйтрӗҫ. 

Ахазов урамӗнчи 7-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫул ача сачӗпе шкула ҫыхӑнтарать. Юсавчен вӑл питӗ япӑх пулнӑ. 4-мӗш подъезд умӗнче вара асфальт та пулман. Ку ыйтупа кунта пурӑнакансем хула администрацине тухнӑ, ҫурт-йӗре хӑтлӑлатмалли программӑна кӗртме ыйтнӑ. Тинех, вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. 

 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова