Каҫал тӑрӑхӗнчи ялсем ҫулран-ҫул хӑтлӑланса пыраҫҫӗ 

Ял пуласлӑхӗ - ҫамрӑксенче. Вӗсем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ вырӑнтах тӗпленсе пурӑнччӑр, ӗҫлеччӗр тесе патшалӑх тӗрлӗ енлӗн пулӑшать. Ял тӑрӑхӗсене аталантармалли программӑн витӗмӗ уйрӑмах пысӑк. Халӑх суйласа пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ проектсемпе паллашма ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Комсомольски тӑрӑхне ҫитрӗ. 

Пысӑк ӗҫе ватти-вӗттине явӑҫтарас тенӗ. Ҫапла, ҫитӗнекен ӑру та хӑйӗн шухӑшне палӑртма пултарнӑ. Малтанах шкул ертӳҫисем сӗннӗ проектсене пӑхса тухнӑ, унтан - ачасенне. "Суйламалӑх, шута илмелӗх пур", - теҫҫӗ вырӑнти пуҫлӑхсем. Пулас паркӑн сӑн-сӑпатне палӑртас ӗҫе шӑпах Комсомольски шкулӗнче вӗренекен ача хутшӑннӑ. Халӑха канма илӗртекен вырӑна ҫул сарса йӗри-тавра карта тытса ҫаврӑнӗҫ, саксем лартӗҫ, каҫсерен хунарсем ҫутатӗҫ. 

 Элпуҫ ялӗ те ҫултан-ҫул ҫӗнелсе, хӑтлӑланса, аталанса пырать. Кӑҫалхи пысӑк проектсен йышӗнче - ял варринче вырнаҫнӑ "Туслӑх" культурӑпа кану паркне йӗркене кӗртесси.

"Яла хӑтлӑх кӳрес ыйтӑва пӗр хускатнӑ пулсан, пур енлӗн тӑрӑшмалла", - тесе шутлаҫҫӗ элпуҫсем. Ҫӗнӗ шкул та, фельдшерпа акушер пункчӗ те пур, малашлӑхра - Культура ҫуртне юсасси. "Халӑх кӑмӑлӗ пулсан, патшалӑх пирӗн проектсене тивӗҫлӗ хак парса ырласан, укҫи-тенкине уйӑрсан ӳркенсе тӑмӑпӑр", - палӑртаҫҫӗ вырӑнти ертӳҫӗсем. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов