Шупашкарти Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ Николай Гаврилов ячӗллӗ 22-мӗш шкула 41 ҫул каялла хута янӑ. Унтанпа ҫурта пӗрре те тӗпрен юсаман. Кӑҫал объектра тинех строительсене кӗтсе илнӗ. Пысӑк ӗҫ ҫуркунне пуҫланнӑ.
Хальлӗхе вара хӗрӳ ӗҫ пырать. Унӑн калӑпӑшне кура кунне 25-рен 50 ҫын таран вӑй хурать. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 236 миллион тенкӗ. Малтанах строительсем шкул тӑррине сӳтсе ҫӗнни витнӗ. Унтан канализаци, вентиляци, ҫутӑ тытӑмне улӑштарнӑ. Стенасене йӗркене кӗртме пуҫланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ те, ачасем те кӗтнӗ ҫак юсава. Подрядчик вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларас тесе ҫине тӑрса ӗҫлет. Вӗрентекенсем те вӑхӑтлӑх чӑрмавсем хыҫҫӑн ҫӗнелсе улшӑннӑ пӳлӗмсене таврӑнма ӗмӗтленеҫҫӗ. Паянхи куна палӑртнин 35 процентне туса ҫитернӗ. 28-мӗш шкула та темиҫе ҫул каялла тӗпрен юсанӑ. Кӑҫал ун картишне тирпей-илем кӳрсе пысӑк спорт лапамӗ йӗркелесшӗн. Малтанхи подрядчикпе шел пулин те ӑнман. Хальхи проектри футбол уйне, чупмалли ҫулсене, тротуарсене паха та вӑхӑтлӑ туса парасса кӗтеҫҫӗ. Тӗрӗссипе 60-мӗш, 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсенче хута янӑ шкулсенчен чылайӑшне юсамалла. Ҫавӑнпа ку енӗпе республикӑра ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. 2026-мӗшӗнчи плана кӗртнӗ 40 шкултан 20-мӗшӗ - тӗп хулара. Ҫак вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисемпе Алла Салаева тата Дмитрий Захаров канашлу ирттерчӗҫ. Пысӑк ӗҫе пуҫӑниччен сӳтсе явмалли чылай. Шанчӑклӑ подрядчик тупасси, ачасене вӑхӑтлӑх вӗренме вырнаҫтарасси, юсава тивӗҫлӗ шайра ирттересси. Кашни утӑмӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та пухӑннисем малашне те тачӑ ҫыхӑнура пулма, килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлчӗҫ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров