Ярмӑрккара харӑсах темиҫе пӗрлешӳри специалистсемпе курса калаҫма, хамӑр регионта е унӑн тулашӗнче ӗҫ тупма май пулать.
Ҫавӑн пекех ӗҫ улӑштарас текенсем ҫӗнӗ вакансисемпе паллашма, професси пӗлӗвне ӳстермелли меслетсене тата ӗҫе вырнаҫнӑ чухне патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхсем пирки пӗлме пултараҫҫӗ. Ярмӑркка республикӑри 7 лапамра иртет: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче тата Етӗрнепе Шупашкар округӗсенче.
140 предприяти-организаци 5 пин ытла ваканси сӗнӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсемпе пӗрлех 12 техникумпа аслӑ шкулти экспертсем те пулаҫҫӗ. Вӗсем пулас профессине суйласа илме пулӑшӗҫ. Ҫавӑн пекех ярмӑрккана хушма пӗлӳ паракан 3 организаци хутшӑнать. Вӗсем ӗҫ квалификацине ӑҫта ӳстересси, ҫӗнӗ професси мӗнле алла илесси пирки ӑнлантарӗҫ.
Диана Иванова, Виктор Степанов