Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне яланхи йӑла-йӗркепех паллӑ тӑвӗҫ

Паян Шупашкарта "Георги хӑйӑвӗ" акци пуҫланать. Хула урамӗсенче волонтёрсем астӑвӑм паллиллӗ ҫар мухтавӗн 40 пин хӑйӑвне салатӗҫ. 

Республикӑра чи пысӑк уяв Чӑваш Енӗн тӗп хулинче иртӗ. Йӑлана кӗнӗ пекех, Ҫӗнтерӳ Кунӗ Шупашкар гарнизонӗ утса иртнинчен пуҫланӗ. Вӑл кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Республика лапамӗнче пуҫтарӑнӗ. Сӑмах май, пандемие пула, юлашки виҫӗ ҫул уява онлайн меслетпе ирттерме тивнӗччӗ. Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртсе пӗр сехетре Наци библиотекинчен тытӑнса Хӗрлӗ лапама ҫити "Вилӗмсӗр полк" иртмелле. Республика талккӑшӗнчи палӑксен таврашне тирпейлесе хӑтлӑх кӗртме 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ларура ҫавӑн пекех ветерансене хваттерпе, пурӑнмалли лаптӑкпа тивӗҫтересси ҫинчен те калаҫрӗҫ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртме 2 миллион та 200 пин тенкӗлӗх ҫурт-йӗр сертификачӗ парӗҫ. Ӑна кӑҫал пурӗ 6 ҫын илмелле. Кунсӑр пуҫне чӑваш театрӗсен сцени ҫинче Ҫӗнтерӳ Кунӗпе ҫыхӑннӑ спектакльсем кӑтартӗҫ. Шкулсенче яланхиллех "Паттӑрлӑх сехечӗсем" иртмелле. Паянхи кун республикӑра 5893 ветеранпа тыл ӗҫченӗ пурӑнать. Вӗсене пурне те тӗрлӗ енчен пулӑшса тӑраҫҫӗ, терӗҫ ларура.

Марина Карягина, Виктор Степанов