"Советская Чувашия" хаҫат культурӑпа искусствӑри чи лайӑх та ӑнӑҫлӑ ӗҫсен рейтингне 15-мӗш хут хатӗрленӗ. Издани республикӑн пурнӑҫне ҫутатса тӑнӑ май, унти калем ӑстисем ӳнер тӗнчине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Концерт иртнӗ-и е фестиваль, курав пулнӑ е ҫӗнӗ фильм ӳкереҫҫӗ? Ҫакӑн пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ хаҫатра. Статьясемсӗр пуҫне спектакльсен рецензийӗсене те курма пулать. Ҫулталӑк вӗҫӗнче экспертсем, вӗсем шӑпах культура пирки ҫыракансем, чи лайӑх 5 проекта суйлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сасӑлава вулакансем те хутшӑнаҫҫӗ.
Чи лайӑх проектсен йышне "Р.И.М" агентствӑн "Чувашская биеннале современного искусства" проекчӗ кӗнӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш кӗнеке издательстви Шупашкара халалласа хатӗрленӗ кӗнекене те тивӗҫлипе хакланӑ экспертсем. Унта тӗп хуламӑр иртнӗ 150 ҫулта мӗнле улшӑннине кӑтартнӑ. Вырӑс драма театрӗнчи "Братья Карамазовы" спектакль премьери те чи лайӑх пулӑмсен йышне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче сцена ҫине кӑларнӑ "12 стульев" мюзикл ӑнӑҫлӑ ӗҫсен йышӗнче. Экспертсемпе вулакансем чи нумай сасӑ панӑ проект вара - "Тӗрленӗ Раҫҫей картти».
Алена Артемкина, Виктор Степанов