Журналистсем - коррупцие хирӗҫ

Ҫак ыйтӑва ӑнӑҫлӑ ҫутатакансен республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Телевиденири чи лайӑх материала манӑн ӗҫтешсем хатӗрленӗ. 

Коррупцие хирӗҫ кӗрешмелли кун умӗн - ӑна ҫитес эрнекун паллӑ тӑваҫҫӗ - йӑлана кӗнӗ йӗркепе массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене те палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсене ятарлӑ комисси хаклать. Ун йышне Республика Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче, Цифра аталанӑвӗн министерствинче, Юстици ыйтӑвӗсен службинче, Шалти ӗҫсен министерствинче, Роскомнадзорта тӑрӑшакансем тата журналистсен Союзӗнче тӑракансем кӗреҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинацире суйланӑ.

Пирӗн компанири Ирина Николаева сюжетне телевиденири чи лайӑх материал тесе йышӑннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи хупӑннӑ шкултан ӗне вити туни пирки вӑл эфирта пӗрре мар каласа кӑтартнӑ. Сюжет хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ, ҫитменлӗхсем тупса ҫирӗплетнӗ. Коррупцие хирӗҫ кӗрешес темӑпа ӑнӑҫлӑ ҫыракансене хаҫатсем хушшинче те палӑртрӗҫ. Районти кӑларӑмсенчен "Алатырские вести" изданири Роман Латыпов редактор ӗҫне пысӑк хак пачӗҫ. Республика шайӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсенчен "Хыпарти" политика, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх тата экономика пайӗн редакторӗн Николай Коноваловӑн статйине палӑртрӗҫ. 

Владимир Тимофеев