Изоляци йӗркине пӑхӑнма васкамаҫҫӗ

Ҫак вӑхӑт тӗлне республикӑра 844 ҫыннӑн коронавирус инфекцийӗ пуррине шута илнӗ, вӗсенчен 161-шӗ сывалнӑ.

Кану кунӗсенче ҫул-йӗр патруль служби пассажирсене турттаракансене уйрӑмах тимлӗх уйӑрать. Водительсен ҫумра электронлӑ пропуск пулмалла. Ҫавӑн пекех регион ертӳҫин Указӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, маска тӑхӑнмалла. Ҫул-йӗр инспекторӗсем Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте сыхӑ тӑраҫҫӗ. Пурӗ 6 постра автобуссемпе маршруткӑсене тӗрӗслеҫҫӗ.

Иртнӗ пилӗк кунта пассажирсен йышӗ самаях ӳснӗ. Пурте сад-пахчана васкаҫҫӗ. Йӑлӑма, хула паркӗсемпе скверӗсене те ҫак кунсенче полицире тӑрӑшакансем асӑрхасах тӑраҫҫӗ.

Екатерина Фомина, Оксана Замятина, Вадим Владимиров