Историпе тата географипе кӑсӑкланакансене "Астӑвӑм сукмакӗ" пӗрлештерчӗ

Чӑваш Енре "Астӑвӑм сукмакӗ" велочупу иртрӗ. Вӑл сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене 4-мӗш хут пӗрле пухрӗ. Маршрут Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка округӗсем урлӑ иртрӗ. 

Велочупӑва ахальтен мар "Астӑвӑм сукмакӗ" ят панӑ. Ӑна Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене сума суса 4-мӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ. Спорт уявне тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Чи кӗҫӗнни - 7-ре, чи асли - 72 ҫулта. Пурӗ 50 ытла ҫын велосипед ҫине ларнӑ.  

"Астӑвӑм сукмакӗ" велочупӑва Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ тӑрӑшнипе ирттереҫҫӗ. Уйрӑмах Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗн хастарӗсем маттур. Вырӑнти влаҫсем те тӗрев параҫҫӗ. Кунта пурте пӗр шухӑшлӑ пулни паха. Кӑҫалхи ӗҫ-пуҫа Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ. 

Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ ҫынсемпе тӗл пулма та тӳр килчӗ велосипедистсен. Хӑйсене хисеп тунӑшӑн ватӑсем питӗ хӗпӗртерӗҫ.  

Финиш Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ мемориал умӗнче пулчӗ. Тыл паттӑрӗсене сума суса велочупӑва хутшӑнакансем чечексем хучӗҫ, пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Усӑллӑ пуҫарӑва тӑсас тӗллевлӗ. Историллӗ вырӑнсене хӑтлӑлатса маршрута тата пуянрах тӑвасшӑн йӗркелӳҫӗсем.

Велосипедистсем 40 ҫухрӑм хыҫа хӑварчӗҫ. Пӗр-пӗрне хавхалантарса тӑнине кура вӑрӑм ҫула пурте ҫӑмӑллӑнах парӑнтарчӗҫ.  


Вероника Павлова.