Истори чӑнлӑхне улӑштарма памалла мар

Аслӑ вӑрҫӑ историне пӗлни ҫамрӑксене чӑн-чӑн патриот пулса ҫӗршыври лӑпкӑлӑха хаклама пулӑшӗ. "Раҫҫей шырав юхӑмӗн" яваплӑ секретарӗ тата Патшалӑх Думин депутачӗ Елена Цунаева Шупашкарта тӗрлӗ хуларан килнӗ шыравҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗ.

Пурнӑҫра никама та, нимле патшалӑха та вӑйпа юраттарма май ҫук, теҫҫӗ. Чӑн туйӑм яланах чунра, чӗрере вӑранать. Тӑван ҫӗршыва хакласси те кашни ачан амӑш сӗтӗнчен пуҫланмалла. Шӑпӑрлансене ӳссе пынӑ май истори чӑнлӑхне тӗпе хурса усӑллӑ пӗлӳсемпе ҫитӗнтерме тӑрӑшмалла. Тӗрӗслӗхе интернет уҫлӑхӗнчи кирлӗ-кирлӗ мартан уйӑрасси вара тепӗр чух ҫӑмӑлах мар. Суя хыпарпа улталаннӑ чух ача-пӑча ним тавҫӑрмасӑрах усал юхӑма кӗрсе кайма пултарать. Ҫакӑн пек пулӑмсене вӑхӑтлӑ сирсе ярса тивӗҫлӗ ӑру ӳстересси кашни ашшӗ-амӑшӗн яваплӑхӗ пулмалла. Раҫҫей Федерацийӗн обществӑлла Палатин ҫамрӑксемпе, вӗсене патриотла воспитани парассипе ӗҫлекен Комисси ертӳҫи Елена Цунаева ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗн чи ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатрӗ.

Хальхи вӑхӑтра уйрӑмах анӑҫ ҫӗршывӗсенче вӑй илекен синкер пулӑмсенчен асӑрханмалла. Тӗрлӗ майпа ҫамрӑксен ӑс-тӑнне пӑтратса тӑван ҫӗршыва хирӗҫ тӑма хистекенсенчен сыхланмалла. Раҫҫей правительстви халӗ шӑпах, ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ачаранах аслашшӗ-асламӑшӗн паттӑрлӑхне асра тытса ӳсекен ҫын яланах ҫирӗп чунлӑ пулнине палӑртса патриотика темипе тухӑҫлӑрах ӗҫлеме тӗллев лартать. Форума пухӑннӑ ҫамрӑксем ҫак чӑнлӑха никамран лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Пурте вӗсем шырав юхӑмӗн хастарӗсем шутланаҫҫӗ. Ытларах пайӗ студент, шкул ачисем те пур.

Тӗлпулӑва пурӗ 40 ытла регионти 200-е яхӑн ҫамрӑк шыравҫӑ хутшӑнчӗ. Тӑван ҫӗршыв историйӗнчи никам улӑштарайми чӑнлӑха асра тытса пӗлӳ никӗсне хураҫҫӗ. Пархатарлӑ ӗҫпе мӑнаҫланса хӑйсене Раҫҫейӗн чӑн-чӑн патриочӗсем теҫҫӗ. Пӗрлӗхри вӑй хӑватне туйса тӗнчери чи пысӑк та пуян ҫӗршыв ӳлӗмрен те тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳре аталанасса шанаҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров