Иртнине тӗп тума тӑрӑшакан патшалӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук

Украинӑри пуҫтахсен ирсӗрлӗхне тепӗр чух сӑмахпа каласа ӑнлантарма та ҫук. Иртнӗ кунсенче вӗсем Остёр хулинче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишшин палӑкне ҫӗрпе тикӗсленӗ.

Аслӑ поэтӑмӑр вилнӗ ҫӗрти асӑну вырӑнне пархатарлӑ ентешсем 2013-мӗш ҫулта тирпейленӗччӗ. Ун чухне кунти юман юпа ҫумӗнче гранит палӑк лартнӑ. Юлашки ҫулсенче самана лӑпкӑ пулмасан та Ҫеҫпӗле сума сӑвакансем Старогородка пулнӑ вырӑна килсех ҫӳретчӗҫ. Поэт пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа кӑҫал 100 ҫул ҫитрӗ. Халӗ вара ӑнланмалла мар сӑлтава пула палӑк вырӑнне бульдозерпа якатнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче тунӑ сӑнӳкерчӗксем ҫине пӑхсан, ҫынсен ӑнланӑвӗ ҫапла улшӑнма пултарнине ӗненме те йывӑр. Ун чухне халӑх тӑнӑҫлӑхӗшӗн кӗрешсе пуҫ хунӑ поэта сума суса унта тӗрлӗ наци ҫыравҫисемпе Остёрта пурӑнакан пиншер ҫын тухнӑ. Халӗ вара паянхи пуҫлӑхсен умӗнче поэт мӗнпе айӑпа кӗнине ӑнланма та май ҫук.

Алексей Енейкин, Андрей Шоклев