"Иртнӗлӗх мулне шыраса" - ҫапла ят панӑ Чӑваш тӗррин музейӗнче уҫӑлнӑ ҫӗнӗ курава

Ӑна Василий Димитриев историк ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта ӑсчах тӑван халӑх кун-ҫулне тӗпченӗ май уҫнӑ иртнӗ ӗмӗрсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашма пулать. 

Чӑваш тӗрри музейӗн пысӑках мар пӳлӗмӗнче - халӑхӑмӑрн иртнӗ кун-ҫулӗн саманчӗсем: экспонатсем вӑтам ӗмӗрсенчен пуҫласа паянхи кунччен пирӗн несӗлсем мӗн тӳсни, епле улшӑнни, аталанни, мӗн тупса мӗн ҫухатни ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Тӗп вырӑнта - Шупашкар хули хӑҫан пулса кайни, чӑвашсем хальхи ҫӗрсене ӑҫтан килни. Василий Димитриев республикӑн тӗп хули халь паллӑ тунинчен самай аслӑраххине, пирӗн несӗлсем Пӑлхартан тухнине ӗнентерет. Курава йӗркеленӗ Андрей Зарубин истори ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ кашни экспонат ҫинчен сехечӗпе каласа пама хатӗр.

Ӗмӗрсен авӑрне пысӑк мул шыраканӑн кӑсӑкланӑвӗпе чӑннипех те тарӑннӑн кӗме пултарнӑ Василий Димитриев Мускав, Питӗр архивӗсемпе вулавӑшӗсенче нимле хакпа виҫейми паха хутсем, фактсем шыраса тупнӑ. Археологсемпе алла-аллӑн ӗҫленӗ ӑсчах. Аслӑ Таяпа хулашӗ сӑнарланнӑ ӳкерчӗксем, Пӑрачкав тӑрӑхӗнче, Тутарстанри Теччӗ таврашӗнче, Шупашкарта чавса кӑларнӑ "иртнӗ ӗмӗрсен ванчӑкӗсемпе" паллашма та кӑсӑклӑ. 1975-мӗш ҫулта Василий Димитриевич Красноармейски тӑрӑхӗнче пулнӑ, унта Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче алтса пытарнӑ феодал мулне тупнӑ. Укҫасем ҫине - араб сас паллисемпе ҫырнӑ хан ячӗ, ӑҫта ҫапса кӑларни. Ку ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра пирӗн мӑн асаттесем экономикӑпа политика пурнӑҫӗнчен айккинче тӑманнине тепӗр хут ӗнентерет. Хӑшпӗр тенкӗсене шӑтарнӑ - эппин, чӑваш хӗрарӑмӗсем ун чухнех вӗсене капӑрланма усӑ курнӑ. 

Куравра Пӑлхар ҫапӑҫуҫин ҫи-пуҫӗпе паллашма та интереслӗ. Владимир Агеев, Никита Сверчков, Анатолий Силов паллӑ художниксен пирӗсем экспозицие илем кӳреҫҫӗ. Вӗсем хунсемпе сӑварсене, Алп-Илитвер кнеҫе, Аслӑ Пӑлхарӑн Купрат патшине, сӑварсен ҫулпуҫне Вырӑха, каярахри халӑх пӑлхавӗсене сӑнарланӑ.

Чӑваш тӗррин музейӗнче пыракан "Иртнӗлӗх мулне шыраса" куравпа ҫу уйӑхӗн вӗҫӗчченех паллашма пулать.

Марина Карягина, Михаил Солин