Ирӗке тухнӑ ҫынсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшаҫҫӗ 

Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе тӗрмере ларнисене пурнӑҫра вырӑн тупма пулӑшассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри айӑплава пурнӑҫлакан службӑпа халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен тата социаллӑ органсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнура тӑрӑшаҫҫӗ. 

Александр тӗрмерен тухсан йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. Колонире унӑн выртса тӑмалли вырӑн тата апат пулнӑ пулсан, ирӗкре вара ӑна никам та кӗтмен. Хӑй вӑл аякри хуларан. Кунта унӑн паллакан та, пурӑнмалли вырӑн та ҫук. Унсӑр пуҫне арҫын паспортне ҫухатнӑ. Ҫапла майпа Александр республикӑри социаллӑ адаптаци центрне лекнӗ. Кунта вӑл 2 ҫула яхӑн пурӑнать ӗнтӗ. Центр халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑпа тачӑ ҫыхӑну тытать. Александра юнашар вырнаҫнӑ автотехцентра ӗҫе илнӗ. Халӗ вӑл хӑйне валли пурӑнмалӑх шалу илме пултарать. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров