«Инцидент-менеджмент» тытӑм чӑвашла ҫырнӑ ыйтусене йышӑнма пуҫланӑ 

Республикӑра пурӑнакансем малашне хӑйсене хумхантаракан ыйтусене влаҫ органӗсене тӑван чӗлхепе ҫырса яма пултарӗҫ. Регион управленийӗн центрӗ усӑ куракан тытӑм халӗ чӑвашла та пӗлет. Пирвайхи ҫырӑва йышӑнса хурав панӑ та ӗнтӗ. 

Халӑха хумхантаракан тӗп ыйтусем малтанхиллех ҫулсем юсасси, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри йывӑрлӑхсем. Влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсемпе канашламалли татах та пур. Хальччен вырӑсла ҫырса янӑ пулсан, нумай пулмасть чӑвашла хутшӑнма та май тупӑннӑ. Ку енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Халӗ система Чӑваш Енре пурӑнакансен тӑван чӗлхине те ӑнланать. 

Алиса Александрова, Святослав Петров