Инҫетре те тӑван культурӑпа йӑла-йӗркене пӗлсе, хисеплесе пурӑнасшӑн

Ҫак тӗллевпе Тюменьте пурӑнакан ентешсем Чӑваш картишӗ уҫасшӑн.

Ҫӗпӗрти хуларан килнӗ пӗр ушкӑн Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин йӗркеленипе Шупашкар районӗнчи Чемен картине ҫитсе курчӗ. Пархатарлӑ пуҫару пурнӑҫа кӗтӗр тесе, аякран килнӗ чӑвашсем ваттисенчен пил ыйтса авалхи йӑлапа сӑра ӗҫрӗҫ. Республикӑри тавра пӗлӳҫӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗ Виталий Станьял ӑсчах ҫак тӑрӑхран. Чемен карти уҫма сӗнекенӗ те вӑлах. 

 


 Марина Карягина