Икӗ уйӑх ҫурӑ вӗреннӗ хыҫҫӑн алла диплом илчӗҫ

"Фермер шкулӗ" проектӑн ҫиччӗмӗш курсне пӗтернисене Ҫӗрпӳ округӗнче иртнӗ "Уй кунӗ" куравра чысларӗҫ.  

Фермер шкулӗн черетлӗ курсне 43 ҫын пӗтерчӗ, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцийӗн 8 ветеранӗ. Икӗ специализаципе - мӑйракаллӑ шултра выльӑх тата пулӑ ӗрчетес енӗпе пӗлӳ илнӗ. Вӗренӳ программи яланхи пекех пуян та анлӑ. Теори ыйтӑвӗсене тишкерсе тухнипе пӗрлех тӗрлӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсене ҫитсе курма май пурри уйрӑмах паха. Шкултан вӗренсе тухнӑ чухне кашни хӑйӗн бизнес-проектне комисси умӗнче хӳтӗленӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Мӑн Явӑшра пурӑнакан Денис Самаровӑн тӗллевӗ пысӑк. Фермер шкулӗнче илнӗ пӗлӳ Дмитрий Ивановшӑн та паха. Унӑн ашшӗ те, куккӑшӗ те ял хуҫалӑхӗнче вӑй хураҫҫӗ.

Россельхозбанк пуҫарнӑ проект Чӑваш Енре 2020-мӗш ҫултанпа Ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. Ҫак хушӑра Фермер шкулне 286 ҫын пӗтернӗ. 65-шӗ хуҫалӑхне аталантарма патшалӑхран грант илнӗ. Вӗсем сыр пӗҫерес, ҫырла, пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерес, пулӑ ӗрчетес ӗҫре ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Шкултан вӗренсе тухнисене проекта йӗркелекенсем куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. - Финанс ыйтӑвӗсене татса памалла е сӗнӳ-канаш кирлӗ, яланах пулӑшатпӑр, - терӗ Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Ирина Письменская. Ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев та Фермер шкулӗн дипломне илнисене патшалӑх тӗрев пама хатӗррине палӑртрӗ. Вӗсене грант конкурсне хастаррӑн хутшӑнма чӗнсе каларӗ. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов