Икӗ эрнелӗх пирӗн республика шахмат тӗп хули пулса тӑчӗ

Шупашкарта асӑннӑ вӑйӑ енӗпе арҫынсен 75-мӗш, хӗрарӑмсен 72-мӗш Раҫҫей чемпионачӗн Суперфиналӗсем пыраҫҫӗ. Ӑмӑртусем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртеҫҫӗ. 

Раҫҫейри чи вӑйлӑ гроссмейстерсем авӑн уйӑхӗн 22-мӗшчен тупӑшӗҫ. Вӑйӑсем 11 турпа иртеҫҫӗ. Шахмат коронине ҫӗнсе илессишӗн 12 арҫын тата 12 хӗрарӑм ӑмӑртаҫҫӗ. Яланхиллех пӗр парти валли сехет ҫурӑ уйӑраҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче турнира хатӗрленсе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, спортсменсем валли тивӗҫлӗ майсем йӗркеленӗ. Раҫҫейре шахмат енӗпе чемпионатсем музейсенче ирттересси 2012-мӗш ҫултанпа пыракан йӑла. Чӑн малтан ҫакӑн пек тупӑшӑва Францири Луврта тата Питӗрти Вырӑс музейӗнче йӗркеленӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл пирӗн ҫӗршыври тӗрлӗ регионта иртнӗ. Хӑш хулара пулассине йӗркелӳ комитечӗ суйласа илет. 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров