Хушнипе мар - чун ыйтнипе пулӑшаҫҫӗ

Шупашкарта волонтёрсен регионти форумӗ иртрӗ. Вӑл 500 ытла хастара Шупашкарти Пӑр керменӗнче пӗрле пуҫтарчӗ. 

Республикӑра волонтёрсен юхӑмӗ вӑй илсе пыни куҫкӗрет. Паянхи кун 8 пысӑк пӗрлешӳ, 3 центр тата 400 ытла отряд шута илнӗ. Пӗрисем патриотла воспитани парас ыйтӑва тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Теприсем экологи, медицина, шырав ӗҫне пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Кӗмӗл волонтёрсем те ыттисене пулӑшма васкаҫҫӗ. 

Форума хутшӑнакансемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. Чи хастар та пултаруллӑ волонтерсене Хисеп тата Тав хучӗсем парса чысларӗ. Кунтах ҫамрӑксен политикипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Яш кӗрӗмпе ӗҫе епле йӗркелени паянхи кун пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ Олег Николаев. Ҫамрӑксенче - республика пуласлӑхӗ. Халӗ кашни муниципалитетрах округ пуҫлӑхӗсен советникӗсем пур. Ҫамрӑксен политикин 2035-мӗш ҫулчченхи аталану ҫул-йӗрне те ҫирӗплетнӗ. 

Екатерина Фомина, Светлана Позднякова, Виктор Степанов