Хусанти Гурий, Герман тата Варсонофий святойсене асăнса  ирттерчӗҫ 

Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче священниксем тĕрĕк тата чиркÿ славян чĕлхисемпе кĕлтурĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче вара Гурий святитель вулавӗсем иртрӗҫ.

Çак кун кĕлĕ сăмахĕсемпе чĕнсе каланисем виçĕ чĕлхепе — чиркÿ славян, чăваш, тутар-кĕрешĕн чĕлхисемпе янăрарĕç. Чаплă уява Шупашкара Хусан, Чистай, Ĕпхÿ, Çтерлĕ епархийĕсенчи священниксемпе паломниксем килсе çитнĕ. Вĕсем тĕрĕк чĕлхипе калаçакан халăхсем пурăнакан хутлăхсене пĕрлештерсе тăраççĕ.  Литургие Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий ертсе пычĕ.

Пĕрлехи кĕлле ирттерес куна ахальтен суйласа илмен: вăл Хусанти Гурий, Герман тата Варсонофий святойсене асӑннипе çыхăннă. Шăпах çак святойсем 1555 çулта Введени чиркĕвĕпе Шупашкар хулин крепоçне никĕслесе пулас чиркÿ  вырăнĕнче  Литурги кĕлли ирттернĕ. Унтан вĕсем  Атăл тăрăхĕнчи, хальхи вăхăтри Тутарстан, Чăваш Ен, Пушкăртстан çĕрĕсенче пурăнакан халăхсем хушшинче Христос тĕнне сарас тĕллевпе Хусана çул тытнă.

Шупашкар тата Чаваш митрополичĕ Савватий Хусан святойĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ пирки каларĕ, вĕсен тивлечĕпе эпир Турă хăвачĕпе çуталнине, ку енĕпе Хаяр Иван патшан тÿпи те пысăк пулнине палăртрĕ.  

Введени соборĕнче священниксем нумаййăн пухăнса тĕрĕк тата чиркÿ славян чĕлхисемпе кĕлтуни Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен пĕрлĕхне уççăн палăртать. Пушкăртстанри Çтерлĕ районĕнчи Ишпарсово чăваш ялĕнчен Силуан игумен хăйпе пĕрле унти чиркĕве çÿрекенсене илсе килнĕ. Шупашкар епархийĕпе вăл чылайранпа туслă çыхăнура. 

Хусанти виçĕ святоя халалласа уяв ирттерес йăлана Шупашкарпа Чăваш архиепископĕ Вениамин (Новицкий) ыйтнипе пуçарнă. Хăйĕн çĕр çинчи пурнăçĕн юлашки çулĕнче вăл çак ыйтупа Патриархине çырупа тухнă. Кăçал вăл ку тĕнчерен куçса кайнăранпа çур ĕмĕр иртрĕ. Шупашкар епархийĕ Гурий, Герман тата Варсонофий святойсен ячĕпе кашни çулах тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелет.  Çав шутра - пĕлÿлĕх вулавĕсем.  Вĕсен шайĕнче  Чăваш патшалăх университетĕнче «Православиллĕ Чăваш Ен: Христос тĕнĕн ĕненĕве çирĕплетекен тымарĕсем» ятпа Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулне халалланă ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Доклад тăвакансем тухса калаçни Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсем Христос тĕнĕпе пурăннин тапхăрĕсене, вĕсен уйрăмлăхĕсене уçăмлатма май пачĕ, тавлашуллă ыйтусем те çуратрĕ. Конференцие хутшăнакансем унăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина.